Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ултă яла – таса шыв

  Уйрăм килсене шывпа тивĕçтерессипе районта ĕçсем малалла пыраççĕ. Тимĕрçкасси ялĕнче ĕçе пуринчен малтан пуçланăччĕ. Анчах кунти ĕç-пуç вăхăтлăха чарăнса ларчĕ. Вырăс Сурăм, Сатлайка, Самушка ялĕсенче те пăрăхсем хурса пĕтернĕ, скважина тăвасси юлнă. Халĕ тăрпасене Çирĕккасинче хураççĕ. Кăçал çак ĕçе Çулавăçра та пурнăçлама палăртнă.

Ултă яла таса шыв кĕртесси – кăçалхи тĕллев. Ĕçе пурнăçласси, паллах, мĕнле ĕçленинчен тата бюджетран укçа уйăрнинчен килет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 октября 2005
00:00
Поделиться