Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ехремкассисем – пĕрремĕшсем

Çу кунĕсенче шкул ачисем ахаль пурăнман. Тĕрлĕ çĕрте вăй хурса ĕçленĕ вĕсем. Сăмахран, тăван хуçалăх уй-хирĕсенче тăрăшса ĕçленĕ. Шкулти вĕрентÿпе производство бригадине вăй хунă.

   Республикăра шкулсенчи ĕç коллективĕсен конкурсĕ иртрĕ. Унта пурĕ 54 бригада хутшăннă. Çав йышра Ехремкассинчи вăтам шкулти çамрăк ĕçченсем те пур. А. Терентьева ертсе пыракан «Ехремкассинчи çамрăк фермер» бригада «Çул çитменнисем чи лайăх ĕç бригади» номинацире пĕрремĕш вырăна тухнă. Ехремкассисене хаклă парне парса чыс тунă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 октября 2005
00:00
Поделиться