Кĕрхи призыв пуçланчĕ
Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕпе раштавăн вăтăр пĕрремĕшĕччен кĕрхи призыв пырать. Халĕ районти 206 çамрăка çар ĕç комиссариатне чĕнтернĕ. Кăçал кĕркуннехи тапхăрта 1978-1987 çулсенче çуралнă яшсем салтак аттине тăхăнĕç. Çамрăксем чи малтанах медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухĕç. Сывлăх енчен çирĕпписем çеç тăван килпе икĕ çуллăха сывпуллашĕç. Пĕр-пĕр вĕрентÿ учрежденинче пĕлÿ илекенсене е тĕрлĕ чирпе чирлекенсене вăхăтлăха салтака каяссинчен хăтарчĕç. Кĕрхи призывра 40 çынна çара ăсатма палăртнă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета