Элĕксене сахалрах, кÿршĕсене ытларах
Ялта пурăнаканăн çурт-йĕр çавăрмасăр май çук. Йывăр пулсан та, çĕнĕ пÿрт тăвакансем пур. Халĕ ялта пÿрт тăвакансене патшалăх та пулăшмасть мар. Акă, кăçал районти 11 çемье каялла тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. Пĕтĕмĕшле сумма – 700000 тенкĕ. Вăт, çавна пайлама тивнĕ те ĕнтĕ. Çав вăхăтрах пирĕнпе кÿршĕллĕ районсене каялла тавăрса памалла мар субсиди мĕн чухлĕ панă-ха; Хĕрлĕ Чутай районне кăçал 800000 тенкĕ, Красноармейски районне 900000 тенкĕ куçнă. Çак танлаштаруран элĕксене ыттисенчен субсиди сахалрах лекни курăнать.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета