Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Йывăç кунне» ирттернĕ

Элĕксем те çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе хăйсен тÿпине хываççĕ. Çурхи кунсенче вĕсем 61 пин тĕп ытла йывăç-тĕм лартса хăварнă, 3 паркпа сада çĕнетсе йĕркене кĕртнĕ, вĕсем чĕртнĕ клумбăсем паян кунчченех çынсене савăнтараççĕ.

  Иртнĕ вырсарни кун районта экологи уйăхлăхне хутшăнса «Йывăç кунне» ирттернĕ. Çавна май пин-пин хунав çĕнĕ вырăнта вăй илме пуçланă. Кăшт маларах 3600 тĕп йывăç лартнă пулнă. Уйрăмах Ехремкасси, Шуркасси, Юнтапа, Шĕмшеш ял администрацийĕсене кĕрекен ялсенче пурăнакансем ку енĕпе хастар. Тунă ĕçсемпе лăпланмаççĕ Элĕксем. Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче экологи субботникне каллех ирттересшĕн.



"Хыпар"
12 октября 2005
00:00
Поделиться