Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йывăçсем лартаççĕ

  Элĕксем çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе хăйсен тÿпине сахал мар хываççĕ. Çурхи кунсенче вĕсем 61 пин тĕп ытла йывăç-тĕм лартса хăварнă, 3 паркпа сада çĕнетсе йĕркене кĕртнĕ, вĕсем чĕртнĕ клумбăсем паян кунчченех çынсене савăнтараççĕ.

Иртнĕ вырсарни кун районта экологи уйăхлăхне хутшăнса «Йывăç кунне» ирттернĕ. Çавна май пин-пин хунав çĕнĕ вырăнта вăй илме пуçланă. Кăшт маларах 3600 тĕп йывăç лартнă пулнă. Уйрăмах Ехремкасси, Юнтапа, Шĕмшеш ял администрацийĕсене кĕрекен ялсенче пурăнакансем ку енĕпе хастар. Тунă ĕçсемпе лăпланмаççĕ элĕксем. Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче экологи субботникне хастар хутшăнасшăн.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 октября 2005
00:00
Поделиться