Малтисем ял хуçалăх кунне ирттерчĕç
«Новый путь» хуçалăх ĕçченĕсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Ял хуçалăх культурисене тухăçлă ÿстерсе пухса кĕртрĕç. 1165 гектар çинчи тĕш тырăсем 24-25-шер центнертан кая мар тухăç пачĕç. Тымар çимĕçсем те ăнса пулнă. Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса, килес çул акмалли мĕн пур лаптăка çĕртме сухи турĕç. Кĕр тыррисене 611 гектар акнă.
Кĕрхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленĕ май, хуçалăхра Ял хуçалăх кунне ирттерчĕç. Унта хуçалăх ертÿçи Иван Игнатьев сăмах илчĕ. Вăл иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ, малашнехи задачăсене палăртрĕ.
Ял хуçалăх кунĕнче хуçалăх ĕçĕсенче малта пыракансене парнесем парса чыс турĕç.
Ял хуçалăх кунне ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Н.М. Сергеев, А.И. Прохоров тĕп агроном хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.