Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи лайăх клуб паллă

  Таса та тирпейлĕ, йĕри-тавра чечек ешерекен культура çуртне камăн-ха чун туртмĕ. Кунта чĕре савăнăçпа тулать, кăмăл çĕкленет. Çурла-авăн уйăхĕсенче район администрацийĕн культура пайĕ çумĕнче йĕркеленнĕ ятарлă комисси клубсемпе культура çурчĕсенче пулчĕ. Унти тасалăхпа тирпейлĕхе, культура ĕçченĕсем ял халăхне мĕнпе илĕртнине, ЧР Президент хушăвĕсене епле пурнăçа кĕртнине тишкерчĕ. Комиссии членĕсем «Чи хăтлă та тирпейлĕ ялти культура çурчĕ номинацие» Ишпарайккăри культура çуртне пама йышăнчĕç. Ассакасси тата Тăвăш Юнтапа ялĕсенчи клубсем «Чи лайăх клуб» ята тивĕçрĕç. Элĕкри ача-пăча тĕслĕх библиотеки вара район чысне республикăра хÿтĕлĕ. Çĕнтерÿçĕ библиотекăн «Илемлĕхе хамăр алăпах тăватпăр» конкурса хутшăнма тивет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 октября 2005
00:00
Поделиться