Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăххăрмĕшсемшĕн тĕрĕслев пулĕ

  Çак кунсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем çирĕммĕн Элĕкри вăтам шкула пухăнчĕç. Кунти Инна Волкова тата Татьяна Федорова вĕрентекенсем уçă уроксем ирттерчĕç, вĕсем 1 категорие çĕнсе илессишĕн кĕрешеççĕ.

Асăннă шкулта директорсен çумĕсен семинарĕ те пулчĕ. «Уроксенче информаципе коммуникаци технологийĕпе усă курасси» темăпа канашларĕç пухăннисем. Владислав Волковпа Сергей Толмачев ирттернĕ уçă уроксем тĕслĕх вырăнне пулчĕç.

Вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Валентина Семенова аттестацин çĕнĕ йĕркисемпе паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх кăçал 9-мĕш класс пĕтерекенсен пĕлĕвне те пĕрлехи патшалăх экзаменĕн йĕркипе тĕрĕслеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 октября 2005
00:00
Поделиться