Тухăç пĕр пек мар
Сисеймерĕмĕр те – хĕрÿ ĕççи хыçа та юлчĕ. Палăртма кăмăллă, хуçалăх ĕçченĕсем вырма вăхăтĕнче хастарлăхпа палăрчĕç. Малтан шутласа пăхнă тăрăх, районĕпе тĕш-тырăсене кашни гектартан 19,6 центнер пухса илнĕ. Хуçалăхсен кăтартăвĕсем, паллах, пĕр пек мар. Чи пысăкки – «Новый путь» хуçалăхăн. Чăвашсурăмсен кăтартăвĕ 24,2 центнерпа танлашать. «Звездан» вăтам тухăçĕ – 24,1 центнер, «Славан» - 22,6 центнер, «Мартынкинский» хуçалăхăн – 22,3 центнер. Чи пĕчĕк тухăç «Молния» хуçалăхăн.
Кĕрхи культурăсене акса хăварасси çине те тимлĕх уйăрчĕç хуçалăхсем. «Новый путьре» - 611 гектар, Свердлов ячĕллĕ хуçалăхра – 220 гектар, «Звездара» 200 гектар акса хăварчĕç.