Çынсен тупăшĕ мĕнле?
Иртнĕ тăхăр уйăхра районти пысăк тата пĕчĕк предприятисенче вăтам ĕç укçи, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 30 процент ÿснĕ, 2150,8 тенкĕ шутланать.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче вăтам шалу 22,3 процент хăпарнă, 1011,1 тенкĕпе танлашнă.
Вăтам тата пысăк организацисенче 4562 çын ĕçлет. Çакă, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 9,6 процент сахалтарах. Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен хисепĕ 17,1 процент чакнă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета