Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ытларахăшĕ социаллă пакетсăр пурăнасшăн

Пенси фончĕн районти управленийĕ федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансем 2006 çулта социаллă пакетпа усă курма пăрахасси çинчен заявленисем йышăнассине октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлерĕ. Аса илтеретпĕр: социаллă пакет икĕ пайран тăрать.

Федераллă çăмăллăхпа усă куракансем 2086 çын. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1218-шĕ социаллă пулăшу пуххи кирлĕ мар тесе заявлени çырчĕç. Çав шутран 8-шĕ, хăйсен шухăшĕсене улăштарса, заявление каялла илчĕç. 1177-шĕ соцпакет кирлĕ маррине палăртрĕç, 33-шĕ соцпакетăн пĕр пайне хирĕç пулнине пĕлтерчĕç. Çапла вара çăмăллăхпа усă куракансен 56 проценчĕ соцпакетсăрах пурăнма пулчĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 ноября 2005
00:00
Поделиться