Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çăмăлттайлăха пула инкек тÿсеççĕ

 

  Çул-йĕр тимлĕх ыйтать пулин те, йĕркене пăхăнманнисем те тупăнкалаççĕ. Юпа уйăхĕнче район территорийĕнче пĕр инкек пулса иртрĕ. Аварире тĕрлĕ суран илнĕ пĕр çынна больницăна хума тиврĕ. Иртнĕ 10 уйăхра çул-йĕр çинче 10 инкек регистрациленĕ. Икĕ çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Юпа уйăхĕнче районти çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн инспекторĕсем инкексен шутне чакарас тата йĕркене пăсакансене явап тыттарас тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ, 191 (1608) çынна правилăсене пăснăшăн штраф тÿлеттернĕ. Вĕсенчен 15-шĕ ÿсĕрле руль умне ларнă, 50-шĕ хăвăртлăха ÿстернĕшĕн çакланнă, 3 ĕçлĕ çынна административлă явап тыттарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 ноября 2005
00:00
Поделиться