Çĕнелнĕ лавккан алăкĕ уçăлчĕ
Мăн Вылăри лавккана çĕнетессипе август уйăхĕнче ĕçсем пуçăнчĕç. Строительсем тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçларĕç, ноябрьте ĕçе вĕçлерĕç. Пысăкланса илемленнĕ лавкка иртнĕ шăмат кун хăйĕн алăкне уçрĕ. Çав ятпа Элĕк райпо канашĕн председателĕ Юрий Харитонов, район пуçлăхĕ Анатолий Платонов ăшă сăмахсем каларĕç, хĕрлĕ хăю касрĕç.
Мăн Вылă ялĕнче вырнаçнă райпо тытăмĕнчи лавкка халĕ йăлт улшăннă, çĕнĕ тĕспе витĕннĕ. Евроюсав тунă май, шалти илем куçа тыткăнлать. Оборудованисем те çĕнĕ – кунта кĕрсен каялла та тухас килмĕ.
Райпо канашĕн председателĕ Ю. Харитонов палăртнă тăрăх, ялсенчи ытти лавккасем те çитес çулсенче чылай çĕнелмелле. Мĕнех, пултаруллă ертÿçĕ сăмаха тытасси пирки иккĕленмелли çук.