Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

43 çамрăк çемье ипотека кредичĕ илнĕ

  Кăçалхи 10 уйăхра, финанс системинчи пĕтĕм çăлкуçсемпе усă курса, пурăнмалли уйрăм пÿртсене 83 хута янă, çакă 8920 тăваткал метрпа танлашать.

ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвĕ Парассине вăйлатмалли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕ районти 43 çамрăк çемье хваттер илме тата çурт-йĕр тума 11 миллион та 728 пин те 880 тенкĕ кредит илнĕ. Ипотека кредичĕпе усă курса туяннă çурт-йĕр – 1778,47 тăваткал метр. 16 çемье тавăрса памалла мар субсиди 769,1 пин тенкĕлĕх илнĕ. Çывăх вăхăтра ипотека кредичĕ тепĕр 4 çемьене тивĕçĕ.

«Çамрăк çемье» программа лимичĕ – 1630 пин тенкĕ. Иртнĕ 10 уйăхра çулталăкри лимитăн 47,2 процентне ĕçе кĕртнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 ноября 2005
00:00
Поделиться