Салтак аттине тăхăнаççĕ
Кĕрхи призыв вăхăчĕ пырать халь. Салтак аттине тăхăнакан яшсем малтанах районта медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç, хыççăн Канашра пулчĕç, хăйсен сывлăхĕсене тĕрĕслерĕç. Хăш-пĕрне, чир-чĕр тупса палăртнăран, вăхăтлăха отсрочка пама тиврĕ. Сывлăх енчен çирĕпписем, 10 çынран тăракан ушкăн, чÿк уйăхĕн вун пиллĕкмĕшĕнче тăван килпе сывпуллашса икĕ çуллăха салтака ăсанчĕç. Çитес тунти кунтан, чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнчен, тата тепĕр икĕ çамрăка çĕр-шыв хÿтĕлевçи пулса тăрассине пĕлтерекен повестка панă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета