Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Зонăри ăмăртура – иккĕмĕш

Районта та, çав вăхăтрах республикăра та, шкул ачисен спартакиади иртет. Иртнĕ тапхăрта вĕренекенсем хăйсен вăй-халне çăмăл атлетикăра, волейбол вăййисенче тĕрĕслерĕç, япăх мар кăтартусемпе палăрчĕç. Чÿк уйăхĕн вуннăмĕшĕнче вара Элĕк шкулĕнче пĕлÿ илекен Д. Федоров (10 класс), Д. Сорокин (8 класс), С. Плотниковпа М. Никифорова (11 класс) район чысне Шупашкарта хÿтĕлерĕç, шашка вăййисене хутшăнчĕç. Зонăри ăмăртăва Шупашкар хулинчи Ленинский районĕ тата элĕксемпе муркашсем хутшăнчĕç. Хĕрÿ тупăшура хула ачисем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç, элĕксем вара иккĕмĕш пулчĕç.

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 ноября 2005
00:00
Поделиться