Ачаллă çемьесене пособипе тивĕçтереççĕ
Чăваш Республикин «Ача пур çынсене патшалăх пособийĕ» саккунпа килĕшÿллĕн районта ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне уйăхсерен ача пособийĕ илекен 2541 çемье шутланать пулсан, 1388-шĕ пулăшупа усă кураççĕ. 974-шĕ çемье тупăшне кăтартакан справкăна тăратман. 66 çемье тупăш пысăкрах пособи илмест.
Кăçалхи вунă уйăхра районта 2526 ачана пособи 4167,8 пин тенкĕлĕх панă. Ача çулталăк çурăна çитиччен пăхнăшăн уйăракан пособие 141 хĕрарăм илсе тăрать. Вĕсене пĕтĕмпе 457,7 пин тенкĕ тÿленĕ. Ĕçлемен 54 хĕрарăма ача çуратнăшăн пособипе тивĕçтернĕ.
Ача укçи пысăках мар пулин те, çемьене кăштах пулăшу кÿретех.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета