Пĕлтĕрхинчен лайăх ĕçленĕ
Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн кăтартăвĕсем тăрăх иртнĕ 10 уйăхра пысăк тата вăтам предприятисен çаврăнăшĕ 238,5 миллион тенкĕ, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 119,4 процент пулнă.
Кондитер изделийĕсем 117 тонна, çăкăр-булка изделийĕсем 504 тонна, тутлă шывсем 93 пин декалитр туса кăларнă. Комунналă пулăшу 5 миллион тенкĕлĕх ытла панă.
8 предприятирен 5-шĕ лайăх ĕçленĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета