Сиплĕ курăксене 25 тонна пухнă
«Коопзаготпром» пĕрлешÿ тĕрлĕ сиплĕ курăксем пухассине çулленех лайăх йĕркелесе пырать. Кăçал та пĕтĕм 25 тонна хатĕрлесе ăсатрăмăр. Вĕлтĕрен, шапа хупаххи, чăрăш тăрри, хурăн çулçи тата ыттисене те пухса типĕтнĕ.
Çак пархатарлă ĕçе вăйпиттисем, шкул ачисем, пенсионерсем те активлă хутшăнчĕç. Хаклă чĕртавара Вутлан шкулĕнчи Анита Багрова 900 килограмм, Элĕк шкулĕнчи Татьяна Михайлова тата Мария Никифорова 700-шер килограмм хатĕрлесе пачĕç.
Татмăш ялĕнчи Галина Сергеева, Ева Трофимова, Хитекушкăнь ялĕнчи Зоя Никитина та яланхиллех хастар ĕçлерĕç. Эмел курăкĕсене 1-ер тоннăран кая мар пухрĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета