Элĕкре суд çурчĕ çĕнелчĕ
Чăваш Республикинчи Суд департаменчĕн управленийĕ çине тăрса тăрăшнипе районсенчи судсен ĕç-хĕлĕ çулсеренех лайăхланса пырать. Çĕнĕ Шупашкарпа Улатăр хулисенчи, Хĕрлĕ Чутай салинчи район сучĕсен ĕçченĕсем халĕ çĕнĕ çуртсенче тăрăшаççĕ. Паянхи пурнăç ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерекен Правосуди çурчĕсем хуласемпе район центрĕсене капăр сăн кĕртнипе пĕрлех Раççей Фемидин никама пăхăнманлăхĕн хăйне евĕр çирĕп символĕсем пулса тăчĕç.
- Федераци судйисене ĕçлеме тата граждансене йышăнма чăннипех те хăтлă та меллĕ, килĕшÿллĕ çуртсем кашни районтах пулмалла, - пĕлтерчĕ Чăваш Республикинчи Суд департаменчĕн управленийĕн ертÿçи Валерьян Петрович Петров. - Çакă пирĕншĕн хальхи саманара пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Çакăн пек паллă пулăма иртнĕ эрне кун Элĕкре пулчĕ. Кунта Правосуди çурчĕ уçăлчĕ.
Элĕксене çак паллă пулăм ячĕпе ăшшăн саламласа республика Президенчĕ Николай Федоров çапла каларĕ: «Пĕрлехи вăйпа эпир Элĕк районне «шурлăхран» туртса кăлармаллах. Унта вăл районăн малтанхи ертÿçисем республикăри влаç органĕсемпе пĕр чĕлхе тупайманнипе пула кĕрсе ÿкрĕ. Район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхне Анатолий Платонова чăннипех те йывăр еткер тиврĕ. Район сучĕн хальхи вăхăтри çурчĕ хута кайни кунта палăрмаллах улшăнусем пуçланни çинчен ĕнентерÿллĕн пĕлтерет. Республика Элĕксене тивĕçлипех пулăшĕ: кăçал кăна района «Ĕçмелли шыв» программăна пурнăçа кĕртме 30 миллион тенкĕ уйăрнă».
Халиччен Элĕкри район сучĕ хĕсĕк çуртра вырнаçнă пулнă, унта тухăçлă ĕçлеме пÿлĕмсем те çитмен. Судьясене ĕçлеме тата суда килен-çÿрен граждансене йышăнма, вĕсен хăйсен саккунлă прависемпе ирĕкĕсене сыхлама кирлĕ условисем туса парас тĕллевпе Чăваш Республикинчи Суд департаменчĕн управленийĕ Элĕк район администрацийĕн «Сельхозэнерго» организацийĕн икĕ хутлă кивĕ çуртне туяннă. Юсав ĕçĕсем пуçланиччен вăл çав тери юхăнса кайнă пулнă: стенасем арканма пуçланă, çи виттирен шыв аннă. Шывпа тивĕçтермелли тата канализаци системисем пачах пулман.
Федераци бюджетĕнчен тĕллевлĕ уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса Чăваш Республикинчи Суд департаменчĕн управленийĕ кунта кĕске вăхăтрах тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ: çурт тăррине йăлтах улăштарса çĕнетнĕ, шалти пÿлĕмсене пурне те çĕнĕрен сăрласа хитрелетнĕ, электроэнерги, шыв системисене улăштарнă, газпа хутса ăшăтмалли котельнăй хута янă, территорие тирпей-илем кĕртнĕ. Кĕскен каласан, халĕ çурта тÿрех палласа та илеймĕн.
Çĕнетнĕ Правосуди çурчĕ халĕ пурĕ те 385 тăваткал метр лаптăк йышăнать. Вăл малтанхи виçĕ тытăмлă Элĕк район сучĕпе танлаштарсан икĕ хут пысăкрах. Кунта халĕ суд ларăвĕсем ирттермелли икĕ пысăк зал. Судьясемпе районти халăх сучĕн аппаратĕнче ĕçлекен сотрудниксем валли уйрăм хăтлă пÿлĕмсем уйăрнă. Кĕскен каласан, кунта суд ĕçĕсене туллин тивĕçтерме тата граждансене йышăнма пур услови те çителĕклĕ.
Республикăри районсенчи судсен çурчĕсене çĕнетсе тирпей-илем кĕртес ĕç малалла пырать. Çитес вăхăтрах Елчĕкре çĕнĕ Правосуди çурчĕ тума пуçăнмалла.
Правосуди çуртне хĕрлĕ хăю касса кĕнĕ хыççăн Николай Федоров Президент республикăри районсен сучĕсен председателĕсемпе канашлу ирттерчĕ.