Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçре те, спортра та палăраççĕ

 

  Чăвашпотребсоюз йĕркеленипе районсенчи потребительсен пĕрлешĕвĕсем хушшинче виççĕмĕш спартакиада иртнĕ. Çулталăк тăршшĕпе спортăн вун икĕ енĕпе ăмăртма тивнĕ. Ăмăртусенчи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă паллă пулнă: Элĕк райповĕ потребительсен пĕрлешĕвĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Мĕнех калăн, Элĕк кооператорĕсем ĕçре кăна мар, спортра та малта.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 декабря 2005
00:00
Поделиться