Ача çураласси чакнă
Ача-пăча çуралнипе йыш хушăнать. Ку вара пурнăç илемĕ. Иртнĕ 11 уйăхра 175 ача: 97 арçын ача, 78 хĕр ача кун çути курнă. Шел, пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 19 ача сахалтарах çурални палăрать. Ашшĕ-амăшĕсен чи юратнă ячĕсем Анастасия, Татьяна, Даниил пулса тăчĕç.
«Аист» ытларах, паллах, çамрăк çемьесене килнĕ. 18-20 çулхисем 25 ача, 21-30 çулхисем – 114, 31-40 çулхисем – 34, 41-50 çулхисем 2 ача çуратнă. Çакна палăртма та интереслĕ. Пĕрремĕш ача 69 çемьере, иккĕмĕшĕ – 71, виççĕмĕшĕ – 20, тăваттăмĕшĕ – 13, пиллĕкмĕшпе улттăмĕшĕ 2 çемьере çуралнă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета