Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çурт тăвакана – субсиди

  Çуртсем илемлĕ – ял та хăй патне туртать. Пурнăçĕ йывăр пулин те ялсенче çĕнĕ пÿрт тăвакансем пур-ха.

Район пуçлăхĕ çак кунсенче яллă вырăнсенче çурт-йĕр тăвакансене каялла тавăрса памалла марри çинчен калакан свидетельствăна 6 çемьене панă. Пĕтĕмĕшле сумма – 655440 тенкĕ. Пулăшупа «Ялсен 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» программăна пурнăçланă май тивĕçтернĕ. Çакна каламалла: çулталăк пуçланнăранпа 17 çемьене 1355440 тенкĕлĕх каялла тавăрса памалла мар субсиди панă.

Субсиди илессипе документсем хатĕрлес ĕç малалла пырать.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 декабря 2005
00:00
Поделиться