Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хур ферми те пулĕ-и?

 Леонид Четриков «Пучах» хуçалăх ертÿçин пуканне йышăннипе пĕрлех хурсем ĕрчетессине йĕркелесе янă. Кăçал ку кайăк-кĕшĕк йышне 200 пуçа çитернĕ.

Вăл хальлĕхе ферма йĕркелемен-ха. Хурсене уйрăм çынсене валеçсе парса ĕрчетеççĕ. Чылай çул ферма заведующийĕнче ĕçленĕ Нина Тарасова, сăмахран, 60 хур çитĕнтерсе панă.

Кунта ĕçшĕн хавхалантарасси те тĕп вырăнта. Кашни виçĕ хуртан пĕрне - ĕç укçи вырăнне. Чĕпĕ е хур вилсен пăхакана нимĕн те лекмест.

Хурсем усрани ĕç укçи енĕпе татăлма та меллĕ-мĕн. Кашни чĕрĕ хура 410 тенкĕпе сутнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 декабря 2005
00:00
Поделиться