Милици ĕçченĕ спортпа та туслă
Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕн тивĕçĕ: преступлени тунă çынсене тупса палăртасси те, район территорийĕнчи йĕркелĕхе сыхласси те, эрех кăмăллакансемпе курнăçасси те.
Палăртнă тĕллеве пурнăçлама вара çирĕп сывлăхлă пулни, спортпа туслашни пулăшать. Йĕркелĕх хуралçисем районта иртекен кашни ăмăртăва хутшăннипе пĕрлех хăйсем те çулсерен Элĕкри шалти ĕçсен пайĕн кубокĕшĕн волейбол вăййисене ирттереççĕ. Кăçал вăл раштавăн 26-мĕшĕнче пулчĕ. Унта пурĕ çичĕ команда хутшăнчĕ. Элĕксем Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски, Вăрнар, Йĕпреç милици сотрудникĕсемпе вылярĕç. Интереслĕ иртрĕ вăйă. Ăмăртура йĕпреçсем куçса çÿрекен кубока тивĕçрĕç, иккĕмĕш вырăнта элĕксем, виççĕмĕшĕнче вара Хĕрлĕ Чутайпа Улатăр районĕсем пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене укçан преми парса хавхалантарчĕç.