Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçсĕррисене ĕçпе тивĕçтеретпĕр

 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçе вырнаçтаракан центрта 180 çын учетра тăрать. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 1,65 процент сахалтарах. Çулталăкра 876 çын хăйсене ĕçсĕррисен шутне кĕртме ыйтса заявлени çырнă, вĕсене пурне те шута илнĕ.

691 çынна ĕçе вырнаçтарнă, 63-вĕренме янă, йывăр лару-тăруллисене 11 çынна пулăшнă, обществăлла ĕçсене 84 çынна вырнаçтарнă. 29-ăн республика тулашĕнче ĕç вырăнне тупнă. Çавăн пекех 309 шкул ачине вăхăтлăх ĕç тупса панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 января 2006
00:00
Поделиться