Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пурнăç хăйĕннех тăвать

2005 çул та хыçа юлчĕ, кашнин асĕнчех йĕр хăварчĕ вăл. Çĕнĕ çул епле иртĕ-ха – хальлĕхе татăклăн нимĕн те каламан. Анчах та йытă çулĕн пĕрремĕш кунех хăш-пĕр çемьесене савăнăç парнеллерĕ,- пĕчĕк пепкесем ыйша хушрĕç. Уяв каçĕ Элĕкри тĕп больницăн ача çуратмалли çуртĕнче лăпках иртрĕ. Кăçал пĕрремĕш ача январĕн пĕрремĕшĕнче кăнтăрла иртни икĕ сехетре çуралчĕ. Мăн Ямаш ялĕнче пурăнакан 28-ти Зоя Трофимова 3 килограмм та 102 грамм виçеллĕ, 53 сантиметр тăршшĕ арçын ачана кун çути парнелерĕ. Трофимовсен ку иккĕмĕш ывăл. Çак кунах Кивуйри А.Мясникова та хĕр ача çуратрĕ. Пиллĕккĕмĕш пепке пулчĕ ку вĕсен.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 января 2006
00:00
Поделиться