ЛАГЕРЬСЕНЧЕ СЫВЛĂХА ÇИРĔПЛЕНĔ
2005 çулта районти 459 ача тивĕçлĕ социаллă страховани енĕпе пулăшу илнĕ, çав шутра сывлăха çирĕплетекен хула тулашĕнчи лагерьсенче – 137, санатори лагерĕсенче – 32, кăнтăрла çĕç ĕçлекен сывату лагерĕсенче 290 ача каннă.
Элĕк районĕнче çăмăллăхсемпе усă куракан категорине кĕрекен 220 çын шутланать. Иртнĕ çул вĕсенчен санатори-курортсенче сывлăха çирĕплетме ыйтса 187 заявлени йышăннă, 99-шне путевкăпа тивĕçтернĕ. Реабилитаци пулăшăвĕ ыйтса 45 заявка пулнă, 34-шне пурнăçланă.
Тивĕçлĕ социаллă страховани пособине тÿлеме – 2615,7 пин тенкĕ, ачасен сывлăхне çирĕплетме – 1031,1 пин тенкĕ уйăрнă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета