ПĔЛТĔРХИ ĔÇЕ ПĔТĔМЛЕТНĔ
Çак кунсенче районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ П.Степанов пĕлтернĕ тăрăх, 2005 çулта 351 преступлени регистрациленĕ. Ку вăл, унчченхи çулпа танлаштарсан, 17,8 процент нумайрах. Çав вăхăтрах хăш-пĕр енсемпе преступлени тăвасси чакнă.
Канашлу ĕçне ЧР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Л.Шпак хутшăннă. Вăл Элĕкри шалти ĕçсен пайĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине, преступлени уçса парассипе лайăх ĕçленине палăртнă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета