Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ПЛАНА ПУРНĂÇЛАНĂ

Пĕлтĕр çĕр лаптăкĕсен аренда килĕшĕвĕсене 148 тунă. Çĕрпе усă курнăшăн пухнă аренда тÿллевĕ 390,1 пин тенкĕпе танлашнă. Ку енĕпе план-задание 119,8 процент пурнăçланă.

Налук çĕршĕн 1384,15 пин тенкĕ тÿленĕ, 2004 çулхипе танлаштарсан – 102,8 процент.

27 çĕр лаптăкне 81,88 пин тенкĕлĕх, виçĕмçулхипе танлаштарсан, 107,6 процент сутнă.

Пĕтĕмпе сутма 10 çĕр лаптăкĕ тăратнă, çав лаптăк – 1,42 гектар. Суту-илÿ сумми 51,14 пин тенкĕ пулнă.

31 çынна килти хушма хуçалăха тытса пыма çĕр лаптăкĕ 13,6260 гектар панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 января 2006
00:00
Поделиться