Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Эренарсем пуçлăх пуçарăвĕпе килĕшнĕ

   Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенчех Тени ял тăрăхĕнчи Эренар çыннисем кар тăрса тухнă хăйсен ял урамĕсемпе йĕри-тавралăхне тасатса тирпей-илем кĕртме. Ку тĕлĕшпе субботник ирттерме пуçару тăваканĕсем депутатсем пулнă. Вырăнти самоуправленин  çĕнĕ органĕн ĕçне тăван ялсен урамĕсене тирпей-илем кĕртессинчен пуçлама шухăш параканĕ вара – Тени ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Мурзакова. Çак сĕнĕве чи малтан «ярса илекенĕсем»- Эренар ялĕнче пурăнакансем. Кăрлач уйăхĕн пĕрремĕш шăмат кунĕнчи тирпей-илем кĕртес ĕçе ял çыннисенчен нумайăшĕ хутшăннă, депутатсен пуçарăвĕпе çамрăксем хапăлласах килĕшнĕ.

    Çакăн евĕрлĕ ĕçе ку тăрăхри тăватă ялта пурăнакансем те ирттересшĕн


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 января 2006
00:00
Поделиться