Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Куллен – тĕрлĕ ыйтупа

    Иртнĕ çул Элĕк район администрацине 517 çын заявлени урлă тĕрлĕ ыйтусене татса пама ыйтнă, сăмах вĕççĕн – 297 çын, иккĕмĕш хут - 4-ăн, коллектив ячĕпе – 15 тата çÿлте тăракан органсем урлă – 30.

Заявленипе пынă граждансене ытларах пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ канăç памасть. Урăхла каласан, вĕсем хваттерсене приватизацилеме ирĕк ыйтаççĕ. Çĕр ыйтăвĕсемпе – 215, строительство енĕпе 48 заявлени пулнă.

Граждансен ыйтăвĕсене пăхса тухнă хыççăн: 41-шне татса парайман, 253- шне пулăшнă, пĕтĕмĕшле пулăшу илейменнисем – 224 çын.

Район администрацинче кашни тунти кун район пуçлăхĕ е унăн çумĕсем граждансене тĕрлĕ ыйтусене татса пама пулăшаççĕ. Иртнĕ çул район пуçлăхĕ 297 çынна йышăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 января 2006
00:00
Поделиться