Лĕпĕшсен асамлă тĕнчи Элекре
Элĕкри литературăпа краеведени музейĕнче пĕлтĕр «Тĕнчери лĕпĕшсем, нăрăсем» ятлă курав ĕçленĕччĕ. Вăл чылайăшне тĕлĕнтерчĕ. Анчах та нумайăшĕ асамлă лĕпĕшсен тĕнчинче пулса кураймарĕç. Çавăнпа та тепĕр хут ку курава йĕркелеме шутларăмăр. Чăннипех те тĕнчери лĕпĕшсемпе нăрăсен асамлăх тĕнчине кĕртсе ÿкерекенĕ - Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Мамликасси текен пĕчĕк чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ Виссарион Петрович Лосманов энтомолог. Чăваш Енри çĕр чăмăрĕ çинчи лĕпĕшсемпе нăрăсене пухакан тата вĕсене тĕпчекен пĕртен-пĕр çын вăл. Нумайăшне килтех ĕрчетет.
«Пĕрчĕн-пĕрчĕн» пуçтарса ăсталанă туприпе тĕлĕнтермĕш куравĕсене ăçта кăна йĕркелемест пулĕ. Халĕ Элĕкре кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче уçăлакан курав 63-мĕш пулать. Унта тĕрлĕ лĕпĕшсем пулĕç. Чи шултăра та чи илĕртÿллĕ лĕпĕшсенчен пĕри – Аполлон. Ун çуначĕсен сарлакăшĕ 70-90 миллиметр. Шел, вĕсен йышĕ юлманпа пĕрех. Вĕсене Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ. Шкул ачисене пурне те лĕпĕшсемпе нăрăсен асмлăх тĕнчине килсе курма сĕнетпĕр. Куравра çĕнĕ лĕпĕшсемпе нăрăсем те нумай.