Çуратмалли сертификат пама пуçларăмăр
2006 çулхи январĕн 1-мĕшренпе сывлăх сыхлавĕнчи наци проекчĕ - çуратмалли сертификат программи пурнăçа кĕме пуçларĕ ĕнтĕ. Çуратма хатĕрленни 30 эрнене çитсен, декрета каяс умĕн, пулас ача амăшĕсем больница хучĕпе пĕрле çуратмалли сертификата та илеççĕ. Çуратмалли сертификат вăл – амăшĕпе ачине валли федераллă бюджетран уйăрнă хушма пулăшу илмелли документ. Кашни сертификат пуçне 7 пин тенкĕ тивет. Çак суммăран 2 пинне консультаци паракансем илеççĕ, 5 пинĕ ача çуратмалли çурта куçать.
Январĕн 1 - 17- мĕшĕнче районта 17 çуратмалли сертификат панă, вĕсенчен 10-шĕ – консультаци илнĕ çĕртен, 7-шĕ – акушер уйрăмĕнчен.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета