Центра 77 çын килчĕ
Çĕнĕ çула кĕнипе пĕрлех районта ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ çивĕчленни палăрчĕ. Январĕн 23-мĕшĕ тĕлне ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен чентра пурĕ 77 çын килчĕ. Çав йышран 80 проценчĕ ĕç вырăнĕсем пĕтнипе тата кĕскетнипе ĕçсер юлнă.
Центра «Ямаш» хуçалăхран уйрăмах йышлăн килчĕç. Мĕншĕнни паллă ĕнтĕ, асăннă хуçалăх панкрута тухрĕ. Район администрацийĕн, вырăнти ял тăрăхĕсен тытăмĕсенче улшăнусем пулнипе те ĕçсĕррисем хушăнчĕç.
Ĕçсĕр юлнисенчен чылайăшĕ – вăйпиттисем.
Юлашки вăхăтра пособи тÿлессипе те йывăрлăхсем пулчĕç. Ĕçсĕррисене иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕшĕн укçа-тенкĕпе тивĕçтермен.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета