Виçеллĕ усă курмалла
Районта чрезвычайлă лару-тăруран асăрханас тĕлĕшпе оперативлă комисси туса хунине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Унта районти лару-тăрăва тишкернĕ. Çанталăк сивĕ тăнине пула электроэнергипе тата газпа усă курасси палăрмаллах ÿснĕ. Хальхи вăхăтра улма-çырла комбиначĕ, строительство материалĕсем кăларакан завод тата хăш-пĕр шкулсем лимитпа уйăрнинчен ытларах газ çунтарма пуçланă.
Ларура çапла йышăннă: культура çурчĕсемпе шкулсене ытлашши ăшăтмалла мар, культура учрежденийĕсенче кану мероприятисем ирттерессине вăхăтлăха чармалла, спортзалсенче те каçсерен вăйăсем выляттарма кĕртес çук. Ялсенче пурăнакансен газпа виçеллĕ усă курмалла, тенĕ комисси членĕсем.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета