Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурса экологи темипе çыхăнтарнă

 Районти библиотекăсен тĕп ĕçĕсенчен пĕри вăл- экологи енĕпе пĕтĕмĕшле системăллă пĕлÿлĕх парассине йĕркелесе ярасси. Çавна тĕпе хурса библиотекăсем «Пурăн çĕр» экологи программине пурнăçа кĕртессипе сахал мар ĕçленĕ. Халăха экологи енĕпе пĕлÿлĕх парассипе районта смотр-конкурс иртнĕ. Районти библиотекăсем 2002-2005 çулсенче çутçанталăка юратма вĕрентессипе мĕнле мероприятисем ирттернине те шута илнĕ конкурсра. Нумаях пулмасть çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Вĕсем: Элĕкри тĕслĕх библиотеки, Ураскилт ял библиотеки тата Элĕкри ача-пăча тĕслĕх библиотеки.

  Смотр-конкурсра çĕнтернисене библиотека ĕçченĕсене канашлăвĕнчен парнесем парса чысланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 января 2006
00:00
Поделиться