Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Президент стипендине илчĕç

 

  2006-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Н.В.Федоров республикăри çамрăксене пултарулăхри ăнтăлушăн стипендисем парасси çинчен калакан хушăва алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн вĕренÿре, наука тата тĕпчев ĕçĕсенче, спортпа, культура учрежденийĕсенче тата производствăра уйрăммăнах палăрнă çамрăксем çанталăк хушши уйăхсерен 1000-шер тенкĕ укçа илсе тăма пуçлаççĕ. Вĕсем хушшинче пирĕн район çамрăкĕсем те пур. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи 4-мĕш курс студентки Татьяна Андреева (Кураккасси ялĕ), Мăн Ямашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти 10-мĕш класра вĕренекенсем Денис Матвеевпа Кристина Сорокина, Ехремкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Алевтина Терентьева, «Шумшеваши» ял хуçалăх предприятийĕнчи Геннадий Тимофеев механизатор тата Чăваш патшалăх академин юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕ Алексей Якимов (Уйкас ялĕ)



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 января 2006
00:00
Поделиться