4517 çын çăмăллăхпа усă курать
Халăха социаллă пулăшу парассипе ĕçсем вăй илсех пыраççĕ. «Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене тата ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен» Чăваш Республикин саккунне пурнăçласа, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3575,6 пин тенкĕ ĕçе кĕртнĕ.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу панă çĕрте 2245,8 пин тенкĕлĕх усă курнă.
Çав шутран вутă-шанкă,çĕр кăмрăкĕ туянма – 44 пин, газпа усă курнăшăн тÿлеме – 50,20 пин, эмелпе тивĕçтерме – 139,40 пин, шăл ларттарма – 917,9 пин, çыхăну пулăшăвĕ валли 524,5 пин тенкĕ уйăрнă.
Асăннă саккунпа килĕшÿллĕн çăмăллăхпа 4517 çын усă курать.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета