Чĕлĕм туртассине хирĕç
Районти библиотекăсем хушшинче тĕрлĕ конкурссем ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. «Чĕлĕм туртни сывлăхшăн сиенлĕ» ятпа конкурс йĕркелени те çавнах çирĕплетет. Вăл 2005 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 30-мĕшĕччен пычĕ.
Комисси членĕсем конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă палăрчĕ: 19 участник хушшинче Ураскильтри библиотека-музейăн «Сывлăхлă пулас килсен - пул» творчество ĕçĕ, Мăн Вылăри библиотекăн «Чĕлĕм туртасси е сывлăх – суйлăр хăвăр» ĕçе, Чăваш Сурам библиотекин «Сĕлĕм тĕтĕмне каччăсем мĕнле пĕтерни» ятлă ĕçĕ чи лайăххисем пулчĕç.
Конкурс хăйĕн тĕллевне - çамрăксем хушшинче чĕлĕм туртассине хирĕç профилактика ĕçĕ тăвассине пурнăçларĕ.