Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

10 ача çуралнă, 33 çын вилнĕ

   Сисеймерĕмĕр те январь уйăхĕ итрсе кайрĕ. Çав тапхăрти демографиллĕ лару-тăру та паллă ĕнтĕ. Иртнĕ уйăхра 10 ача: 7 арçын ача тата 3 хĕр ача çуралнă. Арçын ачасен кăмăлланă ячĕсем – Даниил, Никита, хĕр ачасен – Екатерина, Елена.

Пĕччен амăшĕ 1 пулнă. Ашшĕ-амăшĕ вăтамран 33-34 çулта, 8 ашшĕ-амăшĕ мăшăрланни паллă.

Пĕтĕмпе 33 çын, 16 арçын тата 17 хĕр арăм вилнĕ. Пурнăçран уйрăлнисем вăтамран 74 çулта пулнă, арçынсем 66-а, хĕрарăмсем 80-а çитнĕ.

8 мăшăр пĕрлешнĕ, 2 çемье арканнă. Январьте граждансен 60 заявленине пăхса тухнă. Свидетельствăсене иккĕмĕш хут 16, справкăсене 51 панă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 февраля 2006
00:00
Поделиться