Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Лайăх кăтартусемпе палăрнă

  Пĕлтĕр  районти шкулсенче Пĕтĕм Раççейри вăйă-конкурс «Вырăс упа çурийĕ - 2005» ятпа иртрĕ. Унта 452 вĕренекен хăйĕн ĕçне тăратрĕ. Анчахрах комиссин йышăнăвĕ çитрĕ. Унта ачасем миçе балл пуçтарнине палăртнă. Районти 16 вĕренекене лайăх  кăтартусем тунăшăн дипломсем, значоксемпе календарьсем тивĕçнĕ. Кусем: С.Евдокимов, В.Лаврентьев (Вутлан), Д.Михайлов, Р.Николаев, В.Романов, Н.Еремеева, Д.Романов (Питĕшкасси), О.Афанасьева (Чăваш Сурăм), О.Кузнецова, О.Кузьмина (Вырăс Сурăм), М.Свисткова (Йăлкăш), А.Максимова (Тени), Н.Михайлова, А.Кожанов (Ефремкасси), К.Федорова (Кĕçĕн Тăван), И.Харитонова (Элĕк). Уйрăмах комисси членĕсене Вутлан шкулĕсенчи С.Евдокимовăн тата Питĕшкассинчи Д.Михайловăн ĕçĕсем килĕшнĕ

 



"Республика"
04 февраля 2006
00:00
Поделиться