Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Президент стипендиачĕсем татах та пур

 

  Райхаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче вĕренÿ, тĕпчев, ăслăлăх, пултарулăх,  производство, управлени ĕç-хĕлĕнче тата бизнес-производство тăвас ĕçре курăмлă çитĕнÿсем тунă 1000 яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа 2006 çулшăн ЧР Президенчĕн 1000 тенкĕлĕх стипендине илме тивĕçнĕ 5 ентешĕмĕр ятне асăннăччĕ. Иккен, Президент парнине тивĕçнĕ Элĕк ен çамрăкĕсем татах та пур. Акă, Майя Анатольевна Александрова – Чăваш Сурăм ялĕнчен, вăл пĕр хушă хамăр районти «Пурнăç çулĕпе» хаçат редакцийĕнче ĕçлерĕ, хальхи вăхăтра – ЧР Технотронлă документацин патшалăх архивĕн тĕп специалисчĕ. Тепĕр стипендиат – Сергей Петрович Ефимов. Вăл та Чăваш Сурăмĕнченех, районти тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕн ертÿçи. Энехмет ялĕнче çуралса ÿснĕ Надежда Геннадьевна Анисимова та ЧР Президенчĕн премине çулталăк тăршшĕпех илсе тăрĕ. Вăл – И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 5-мĕш курс студентки

 

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 февраля 2006
00:00
Поделиться