Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çурт çĕклеме ипотека кредичĕ

 

Экономикăпа рынок  тапхăрĕнче кил-çурт çавăрма çăмăлах мар. Уйрăмах тин çеç чăмăртаннă çамрăк çемьешĕн çакă пысăк чăрмав. Районта «Çамрăк çемье» программа вăй илсе пырать.

Иртнĕ виçĕ çулта ипотека кредичĕпе 68 çемье усă курнă. «Ялăн социаллă аталанăвĕ 2010 çулччен» программăна пурнăçа кĕртессипе те япăх мар ĕçлесе пыратпăр. Çавна май районти 56 çемье 3704,3 пин тенкĕлĕх тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. 52 çамрăк çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пăрăнмалли кил-çурта çĕнетнĕ.

2005 çулта «Çамрăк çемье» программа 28 мăшăра пулăшу кÿнĕ. 2006 çулхи кăрлачăн пĕрремĕшĕ тĕлне тавăрса памалла мар субсидипе 23 çамрăк çемье (1100 пин тенкĕлĕх), социаллă ипотека 18 çемье (2354,0 пин тенкĕлĕх) усă курнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 февраля 2006
00:00
Поделиться