Конкурс витĕр тухнă
Çак кунсенче республикăри ял халăх министерствинче М.В.Игнатьев министр ертсе пынипе производствăра ĕçлеме кадрсем суйласа илессипе правительство комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.
Конкурсăн икĕ тапхăрне ирттерни итогĕсемпе килĕшÿллĕн комисси, пĕр саслă пулса, пирĕн районти «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхне ертсе пыма Владимир Журавлева сĕннĕ.
Унăн хуçалăхĕ пĕлтĕр 85 гектар çинчен 3102,5 тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ. Тухăç - 365 центнер.
Владимир Димитриевич кăçал 150 гектар çинче 5,5 пин тонна ытла çĕр улми илме ĕмĕтленнĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета