Шалу ÿснĕ, парăмĕ те пур
Пĕлтĕр районти промышленноç продукцийĕн калăпăшĕ, 1 пин çын пуçне илсен, 2571,2 тенкĕпе танлашнă.
Çулталăк хушшинче пурăнмалли 303 çурта газификацилленĕ. 19 çемье газ кĕртме 444,4 пин тенкĕ кредит илнĕ. Иртнĕ çул 2,66 çухрăм çул тунă, 0,47 çухрăм юсаса çĕнетнĕ.
Вăтам ĕç укçи 2259,2 тенкĕ пулнă. Шалу ÿсĕмĕ – 131,1 поцент. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 8 предприятипе организаци 723 çын умĕнче 1009 пин тенкĕ парăмра.
Пĕлтĕр 224 ача, унчченхи çулхинчен 1,3 процент ытларах çуралнă. 2005 çулта районта халăх йышĕ 433 çын чакнă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета