Германи çынни района пулăшма пулчĕ
Районта ют çĕр-шыв хăнисем чылайранпа пулманччĕ. Ытлари кун Элĕкре Германи представителĕ Томас Брант килсе çитрĕ. Тĕллевĕ – ял-хуçалăх предприятийĕсенче, фермерпа килти хуçалăхсенче сĕте пуçтарассипе тата сивĕтессипе условисем туса пама пулăшасси.
Томас Брант «Новый путь» хуçалăх ертÿçипе И. Игнатьевпа, Элĕк райпо канашĕн председатĕлĕпе Ю. Харитоновпа тĕл пулчĕ. Халăхран сĕт пуçтарас тата суту-илÿ точкисенче холодильник оборудованийĕсене вырнаçтарас ыйту тавра калаçрĕç вĕсем.
Хăна ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулса калаçрĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Унăн сĕнĕвĕпе чылайăшĕ килĕшнине пытармарĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета