Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Малашлăха пăхни пĕлтерĕшлĕ

 

  Выльăхсен ăратне лайăхлатас, продуктивлăхне ÿстерес тĕллевпе комплекслă плана пурнăçласа пырса, районта ăратлă 62 тына, 168 сысна, 1 ĕне выльăх, 17 сурăх, 2 лаша туяннă. Ăратлă выльăх-чĕрлĕх ерчетессине ăталантарма республика бюджетĕнчен 1181,6 пин тенкĕ уйăрса панă.

  Пĕлтĕр «Новый путь» хуçалăхра хура-ула ăратлă ĕне выльăх тата шурă-шултра сыснасем ерчетессипе репродуктор туса хунă. Предприятире сыснасене типĕ апатпа тăрантарассине йĕркеленĕ, комбикорм цехĕ, хутăш апат хатĕрлекен-валеçекен хăватлă агрегат ĕçлет.

  Элита вăрлăх хатĕрлессипе 12785,0 пин тенкĕ тăкакланă.

  Ял хуçалăх предприятисен тĕп фондсене çĕнетессипе лизинг меслечĕпе усă курмалла. Ку майпа 2590 пин тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 февраля 2006
00:00
Поделиться