Мускаври курава хутшăнчĕç
Февралĕн 15-17-мĕшĕсенче Мускавра Пĕтĕм Раççейри выставка центрĕнче регионсен пĕрлехи «Çĕр улми. Пахча çимĕç тата улма-çырла» курав ярмаркки уçăлать. Унта пирĕн районтан виçĕ фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнаççĕ. Вĕсем – Владимир Журавлев. Валерий Иванов тата Геннадий Исаев.
Курав - ярмарккăра хăйсем çитĕнтернĕ ял хуçалăх продукцине илме сĕнме, çавăн пекех Мускавра çĕр улмипе, пахча çимĕçпе тивĕçтересси пирки килĕшÿсем тума пултараççĕ.
Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр Янкурасри В. Журавлев фермер «Агро-Инноваци» хысна унитари предприятийĕ куравăн ылтăн медальне тата пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕччĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета